Эрех виҫесӗр ӗҫни пӗр ҫынна та ырӑ туман. Киккирикне хӗртнӗ ҫыннӑн ним ҫукранах хирӗҫме-чӑркӑшма пуҫлас йӑла пур. Ӳсӗр ҫыншӑн тинӗс те чӗркуҫҫи таран-ха, ҫапах та ытларах чухне ун пеккисем килтисен умӗнче «паттӑрланма» юратаҫҫӗ.
Канаш районӗнчи Нӗркеч ялӗнчи арҫын та ӳсӗрле харкашма тытӑннӑ. Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ирхи 8 сехет тӗлӗнче вӑл пӗрле пурӑнакан 40 ҫулти хӗрарӑмпа ятлаҫнӑ.
Урлӑ-пирлӗ калаҫса ирттермен 35-ри вӑйпитти. Хӗрарӑма хӗнесе, 42 хутран кая мар ҫӗҫӗпе чиксе пӗтернӗ. Хӗрарӑм инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ.
Арҫын тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 11 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ.
Республикӑра каллех ҫын путнӑ. Хальхинче – Канаш районӗнче. 45 ҫулти арҫын шыва кайса вилнӗ.
Вӑрманкасси ялӗнчи пӗвере инкек пулнӑ. 1976 ҫулта ҫуралнӑ арҫын шыва кӗнӗ те каялла тухайман. Ҫӑлавҫӑсем унӑн виллине кӑларсан полицие панӑ. Следстви комитечӗ кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет.
Аса илтерер: Сӑрта путнӑ 26 ҫулти арҫын виллине халӗ те тупайман. Ӑна тӑваттӑмӗш кун шыраҫҫӗ. Вӑл Ҫӗмӗрлере пурӑннӑ.
Виталий Миттов – паллӑ ҫӗр ӗҫченӗ, Анатолий Миттов художникӑн пултарулӑх эткерлӗхӗн управҫи – куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ. Хурлӑхлӑ хыпара Геннадий Иванов-Орков ӳнерҫӗ Фейсбукра пӗлтернӗ.
Геннадий Иванов-Орков хыпарланӑ тӑрӑх, Виталий Миттов пурне те вӑхӑт уйӑрма май тупнӑ – мӑшӑрне Софья Ивановнӑна, юлашки ҫулӗсене пиччӗшӗн Анатолий Ивановичӑн эткерлӗхне упраса хӑварассишӗн тӑрӑшнӑ.
Художникӑн шӑллӗпе ӳнерҫӗ 2012 ҫултанпа туслӑ та ӗҫлӗ ҫыхӑну тытнӑ. Вӗсем иккӗшӗ Виталий Миттовӑн Канаш районӗнчи Сикассинчи килӗнче тӑтӑшах тӗл пулнӑ. Художникӑн архивӗнчи унччен усӑ курман докуменчӗсемпе паха ӗҫӗсене тӗпчесе тӗрлӗ курава илсе кайнӑ, пичетлесе кӑларнӑ.
Нумаях пулмасть, тата уҫӑмлатарах каласан, утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ Геннадий Медведев 60 ҫул тултарнӑ.
Геннадий Павлович пирки театрта Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ пулнисӗр пуҫне драматург, куҫаруҫӑ, педагог тесе пӗлтернӗ.
Геннадий Медведев Канаш районӗнчи Сиккасси ялӗнче 1961 ҫулхи утӑ уйӑхн 10-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1978-1983 ҫулсенче Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ театр училищинче вӗреннӗ. К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 1983 ҫултанпа ӗҫлет. Ҫак ҫулсенче вӑл чылай роле калӑпланӑ.
Чӑваш Енре чылай вӑхӑт шӑрӑх тӑнӑ хыҫҫӑн пирӗн тӑрӑхра ӗнер тинех ҫумӑр ҫуса савӑнтарчӗ. Ҫапла, ҫумӑр ҫуни савӑнтарнипе пӗрлех теприсене ӗнерхи ҫанталӑк шар та кӑтартнӑ.
Канаш районӗнчи хӑш-пӗр ялта, сӑмахран, ҫурт-йӗр ҫивиттийӗсене илсе пӑрахнӑ. Тепӗр тӑрӑхсенче теплицӑсене ҫил ҫавӑрттарса кайнӑ. Кун пек пӑтӑрмах, тӗслӗхрен, Красноармейски районӗнчи Кушкӑра пулса иртнӗ.
Шупашкарти, Кӳкеҫри хӑш-пӗр микрорайонта нумай хваттерлӗ ҫуртсем тата уйрӑм ҫын ҫурчӗсем ҫутӑсӑр тӑрса юлчӗҫ. Анчах, Турра шӗкӗр, чылайлӑха мар. Аслатиллӗ ҫумӑр ытлашши пысӑк кӑлтӑках илсе килмен. Яваплӑ тытӑмсем кӑлтӑка ҫийӗнчех пӗтерме пултарчӗҫ.
Ҫак кунсенче Канаш районӗнчи Ушанар ялӗнчи пӗвере инкек пулнӑ. Унта 40 ҫулти арҫын путса вилнӗ.
«Про Город» хаҫат редакцине халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, пулнӑ. Арҫын пӗлӗшӗсен куҫӗ умӗнчех путса вилнӗ.
Арҫын виллине каҫ енне водолаз ҫыран хӗррине кӑларнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, путса вилнӗскер ӳсӗр пулма пултарнӑ. Халӗ кун тӗлӗшпе Следстви комитечӗ следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет.
Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗнче ҫурт ҫунса кайнӑ. Пӑтӑрмах ӗнер 16 сехет те 40 минутра пулнӑ.
Ҫуртра тивӗҫлӗ канури ҫын пурӑннӑ. Вӑл лавккана тухса кайнӑ. Каялла килнӗ – ҫурт ҫук. Ҫулӑм кӳршӗсен ҫурчӗ ҫине те куҫма пултарнӑ. Анчах ял ҫыннисем кар тӑнӑ, пушара сӳнтерме тухнӑ. Сӑнчӑр евӗр тӑрса шыв витрине пӗр-пӗрне панӑ. Сахалтан та 50 ҫын пухӑннӑ.
Пушарнӑйсем ҫур сехетрен ҫитнӗ. Вӗсене ял ҫыннисем те ҫулӑма сӳнтерме пулӑшнӑ. Вырӑнта васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем, полицейскисем те пулнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Енри ҫӑлавҫӑсем Вӑрнар районӗнчи пушара сӳнтернӗ. Ҫулӑм 20 сехет те 30 минутра Вӑрнарти чукун ҫул станцийӗнче алхасма тытӑннӑ. Унта чукун ҫулпа пыракан пуйӑс (вӑл юсав составӗ пулнӑ) хыпса илнӗ. Пуйӑс ҫинче чукун ҫул рельсӗ айне хуракан пӑрӑссем пулнӑ. Пурӗ 100 штук шпала.
Ӗнер 22 сехетре Канаш районӗнчи Кивӗ Катек ялӗнче уйрӑм ҫын ҫурчӗпе хуралтисем ҫуннӑ.
Паян ирхи 4 сехет те 30 минутра Кӳкеҫри Теплица урамӗнчи склад ҫунма тытӑннӑ. Ҫав ҫуртран виҫӗ газ баллонӗ илсе тухнӑ. Пушара сӳнтерме 3 машина пырса ҫитнӗ.
Пӗлтӗр утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Вӑрӑмпуҫ ялӗнче 6-ри арҫын ачапа 5 ҫулти йӑмӑкӗ аслӑк ҫинче шӑрпӑкпа вылянӑ. Утӑ ҫунма тытӑннӑ, сарай ҫине куҫнӗ. Ачасем ҫулӑма сӳнтереймен, тухса тарнӑ, кун пирки никама та каламан.
Пушар тухнине амӑшӗ кая юлса курнӑ. Ҫулӑм вите-сарая тӗп тунӑ, кӳршисен хуҫалӑхӗ ҫине куҫнӑ. Вӗсен те ҫунса кайнӑ.
Кӳрши тӑкака саплаштармалла тесе суда тавӑҫ тӑратнӑ. Суд ун майлӑ пулнӑ: ачасен амӑшне 1 миллион та 103 пин те 405 тенкӗ тӳлеттерме йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне расхутсемшӗн тӳлемелле: 18 пин.
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, чӑваш литературин классикне Ҫеҫпӗл Мишшине асра тытса унӑн Шупашкарти палӑкӗ умне чечек хурӗҫ. Мероприяти Чӑваш Ен Наци вулавӑшне хирӗҫ Ҫеҫпӗл Мишши скверӗнче 11 сехетре пуҫланӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши (Михаил Кузьмич Кузьмин) — чӑваш сӑвӑҫи. Вал 1899 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Касаккасси Шӗкӗр (халӗ Ҫеҫпӗл) ялӗнче ҫуралнӑ. Малтанхи сӑввисем 1919 ҫулта «Знамя революции», «Тетюшские известия», «Канаш» хаҫатсенче пичетленнӗ. Пӗрремӗш кӗнеки 1927 ҫулта «Хурҫӑ шанчӑк» ятпа ҫапӑнса тухнӑ. 1928 ҫулта Шупашкарта «Сӑвӑсем» кӗнеке пичетленсе тухать. 1959 ҫулта — «Ҫырнисен пуххи». Хӗрӳллӗ чӑваш поэзи ӗҫченӗ 1922 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗнче Украинӑри Старогородка салинче вилнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |